Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ӳнер
![]() Чӑваш Республикинчи Раҫҫей УФСИНӗн 2-мӗш юсантару колонийӗ айӑпа кӗнӗ хӗрарӑмсен пултарулӑхне аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, сӑнарлӑ тата декоративлӑ прикладной пултарулӑхӗн куравӗсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ, чи лайӑх ӗҫсене тӗрлӗ регионта ирттерекен тата регионсен хушшинчи конкурссене хутшӑнма яраҫҫӗ. Учрежденире ирттерекен мероприятисене те анлӑх хутшӑнаҫҫӗ, тӗслӗхрен, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Весенняя капель» (чӑв. «Ҫурхи тумлам») картинӑсен курав-конкурсӗ иртнӗ. Куравра ҫупа, акварельпе, акриллӑ сӑрӑсемпе ӳкернӗ пейзажсене, ҫавӑн пекех фольклор темипе ҫырнӑ зарисовкӑсене, пысӑках мар этюдсемпе картинӑсем — вӗсене хатӗрлеме уйӑха кая мар вӑй хунӑ — вырнаҫтарнӑ. Картинӑсем сюжетпа шухӑш-кӑмӑл енчен тӗрлӗрен. Отрядсенче хӑйсен ӳнер ӑсталӑх лаҫҫисене тата пултарулӑх енӗпе ӗҫлемелли пӳлӗмӗсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫамрӑк художниксем валли кӑларакан журналсем ҫырӑнса илеҫҫӗ, киҫтӗке е кӑранташа алла ҫирӗп тытакансем валли вара ӳнерпе ҫыхӑннӑ пӗчӗк мар кӗнеке ҫӳлӗкӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |