Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Вячеслав Еткерӗн куравӗ уҫӑлнӑ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 03.03.2022 19:06 | 445 хут пӑхнӑ
Ӳнер
Курава хутшӑннисем
Курава хутшӑннисем

Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян «Деревья и мы» (чӑв. Йывӑҫ тата эпир) ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Ӑна Вячеслав Еткер кӳлепеҫӗ 60 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.

Кӑшӑлвирус чирӗ сарӑлнине шута илсе курава уҫнӑ уява чылайӑнах пухӑнман. Район администрацийӗ ячӗпе социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Иванова тухса калаҫрӗ. Вӑл скульптора Хисеп хучӗпе чысларӗ. Юбиляра саламлама пысӑк ушкӑн Чӑваш ӳнерҫисен ушкӑнӗнчен пынӑччӗ. Вӗсем Вячеслав Еткере кӗпе тӑхӑнтартрӗҫ, тӗрлӗ парнесем парнелерӗҫ. Тӑванӗсем те — ывӑлӗпе кинӗ тата мӑнукӗ 60 ҫул тултарнӑ ӳнерҫе ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.

Вячеслав Еткер (Андреев) 1962 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тимой ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Ишлейре пурӑнать, кунтах унӑн ӗҫ лаҫҫи вырнаҫнӑ. 1989 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ, ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ.

Вячеслав Еткер ытларах енӗпе йывӑҫран касса кӳлепесем тӑвать. Вӑл хатӗрленӗ юпасем республикӑн тата Раҫҫейӗн чылай кӗтесӗсенче вырнаҫнӑ. Вячеслав Еткер тунӑ парк кӳлеписем ҫавӑн пекех Элӗкре, Красноармейскинче тата ытти район центрӗсенче тӑраҫҫӗ. Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче Юрий Туринкен пахчинче туса лартнӑ Киремет те вӑл ӑсталанӑскер.

#куравсем, #Тимой, #Ишлей, #Кӳкеҫ, #ӳнер, #Шупашкар районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ишлейра физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пулӗ
2021, 04, 05
19 дефибриллятор кӳрсе килнӗ
2021, 09, 06
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Ҫуркунне ҫитсен» курав уҫӑлнӑ
2022, 02, 16
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче шкул тӑвӗҫ
2022, 02, 16
Ревокат Моисеева Элтепер саламланӑ
2022, 02, 22

Комментари:

Agabazar // 1693.65.2013
2022.03.03 21:36
Agabazar
Мĕншĕн скульптор сăмах килĕшмест? Унăн мĕнле кăлтăк пур?
Илле Иванов // 4037.6.9447
2022.03.03 23:05
Мĕншĕн скульптор сăмах килĕшмест? Унăн мĕнле кăлтăк пур?

Акапасар хоспочын (хăй пек çырсан) мĕнле вулать? Хыпарта ик тĕлте юбилейçĕн ĕç профессине асăннă: 1)Вячеслав Еткер кӳлепеҫӗ 60 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ; 2)Вӑл скульптора Хисеп хучӗпе чысларӗ.
Кама тата мĕншĕн скульптор сăмах килĕшмест тесе ÿпкелемелле? Шалт аптрамалла.
Скульптор сăмах, вырăс сăмахĕ мар пулин те, чăваш чĕлхине, каламасăрах паллă, вырăс чĕлхи урлă кĕнĕ. Пĕр енчен, чăваш чĕлхи çав ăнлава хăйлех калама пултарнине çирĕплетсе, тепĕр енчен, вырăс чĕлхи чăваш чĕлхине вăйлăрах та вăйлăрах пусарса пынăран, чăваш чĕлхи вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсенчен тасалса пырас туртăмпа, чăваш чĕлхи чăвашланасшăн. Куншăн ăна ÿпкелени ăна аталанма чарнипе, ăна пĕтме суннипе тан. Апла пулин те, вырăсран кĕнĕ интернациллĕ термина та пăрахăсах кăларасшăн мар чăваш чĕлхи, скульптор сăмахпа та усă курать. Сайтри çырура çак ăнлавсене чăвашла та, интернациллĕ те усă курни - калама çук пысăк ăсталăх (ку сайтри пĕтĕм çырăва кăлтăксăр тени мар).
Станьял // 3100.3.5780
2022.03.04 09:06
Эткер!
Алла ан хытар, пуртта ан мӑкат!
Ӗҫре савӑнмалӑх сан пур-ха хӑват!
Эткер // 3652.86.3709
2022.03.05 10:32
Хисеплӗ СТАНЬЯЛ! Чунтан Тав тӑватӑп Сире пиллесе хавхалантарнӑшӑн! Ҫапла пултӑр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org