Чӑваш Енре шкул ачи велосипедсем вӑрласа сутма хӑтланнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа пушӑн 12-мӗшӗччен Ҫӗнӗ Шупашкарта 3 велосипед ҫухалнӑ. Вӗсене Хӗвеллӗ, Комсомольски тата Строительсен урамӗсенчи подъездсенчен вӑрланӑ. Ҫак ӗҫе кам тунӑ?
Полицейскисем 12 ҫулти шкул ачине тытса чарнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл вӑрланӑ велосипедсене сутасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ панӑ. Пӗрне вӑл ҫапла сутнӑ та. Халӗ велосипед ӑҫта пулнине шыраҫҫӗ. Тепӗр иккӗшне шкул ачи сутса ӗлкӗреймен. Вӗсене хуҫисене тавӑрса панӑ.
Шкул ачине ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссие шута илме пултараҫҫӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗпе профилактика калаҫӑвӗ ирттереҫҫӗ.