Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Мадуров Фёдор Иванович ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 20.02.2022 15:00 | 2471 хут пӑхнӑ
Персона
Фёдор Мадуров. Олег Самана ӳкернӗ видеори сӑн
Фёдор Мадуров. Олег Самана ӳкернӗ видеори сӑн

Паян, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ — чӑваш халӑхӑн паллӑ хастарӗ Мадуров Фёдор Иванович пирӗнтен яланлӑха уйрӑлса кайрӗ. Пире пӗлтернӗ тӑрӑх Фёдор Ивановича хӑйӗн ҫуралнӑ ялӗнче, Баскакра, пытарӗҫ. Сывпуллашу ӑҫта тата хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар.

Мадуров Фёдор Иванович — чӑваш скульпторӗ, графикӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл ытларах чӑваш йӑли-йӗркине упракан мӑчавар пек паллӑччӗ.

Фёдор Иванович 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗнче ҫуралнӑ. 80 ҫула ҫитиччен икӗ уйӑх ҫеҫ пурӑнса ҫитеймерӗ. Унӑн чи паллӑ ӗҫӗ — 1989 ҫулта туса лартнӑ «Дорога та Москву» композици. Малтан вӑл Шупашкарӑн «Рашча» ункине илем кӳретчӗ, унтан ӑна 500 ҫуллӑх парка куҫарса лартрӗҫ. Каярах вара унтан та ҫак композици ҫухалчӗ. Фёдор Ивановичӑн ӗҫӗ ҫавӑн пекех Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» паркӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл «Время и жизнь» ятлӑ.

1989 ҫулта Фёдор Мадурова Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ ятпа чысланӑ. Вӑл ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомолӗсен преми лауриачӗ. 1990–1994 ҫулсенче вӑл Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн вуниккӗмӗш пухӑвӑн депутачӗ пулнӑ.

Ҫӗнетнӗ информаци: Фёдор Ивановичпа юнкун, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ирхи 9-па 10 сехет хушшинче сывпуллашӗҫ. Вырӑнӗ: Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 9В.

#чӑвашлӑх, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Баскак, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2442.91.2162
2022.02.20 15:38
Agabazar
Чăнах та «Дорога на Москву» тата «Время и жизнь» ятлă-ши вара? Тен, урăхла?
2022.02.20 16:50
Аçтахар Плотников
Энциклопедире ҫапла. Унтан илтӗм.
Илле Иванов // 4242.2.9651
2022.02.20 22:45
Вăл Митта премийĕн лауреачĕ.
2022.02.21 00:16
Аçтахар Плотников
Энциклопедире мӗн пуррине палӑртрӑм. Унта нумай мӗн ҫук... Сӑмахран, депутат пулнине ниӑҫта та кӑтартман. Депутат пулнине пӗлетӗп, ҫавна май ятарласа ҫынсенчен ыйтрӑм, кайран вара патшалӑх канашӗн сайтӗнче информаци тупрӑм. Анчах ни чӑваш энциклопедире, ни Википедире ҫаксене асӑнман.
Agabazar // 3365.34.2486
2022.02.25 02:26
Agabazar
Чи кирлĕ вăхăтра депутат пулнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем