Республикӑра 700 грамм ҫуралнӑ ачан чӗрине операци тунӑ. Ҫут тӗнчене килсенех пӗчӗкскере Президент пепкелӗх центрӗн тухтӑрӗсем пилӗк кун пӑхнӑ. Ача кӑшт вӑй илсенех ӑна Республикӑри ача-пӑча пульницин хирургӗсем операци тунӑ. Кӗтме вӑхӑт пулман.
Ачан чӗри питӗ пӗчӗк. Ҫавӑнпа операци тунӑ чухне 3,5 хут пысӑклатакан куҫлӑх кирлӗ пулнӑ. Операци темиҫе минут тӑсӑлнӑ.
Палӑртмалла: Президент перинаталь центрӗн тухтӑрӗсем ҫулсерен 500 ытла ачана пӑхаҫҫӗ. Вӗсен 80 поценчӗ – вӑхӑтсӑр ҫуралнисем. Пепкесене кувеза вырнаҫтараҫҫӗ, унта вӑй иличчен тытаҫҫӗ.