Пӗлтӗр республикӑра 4050 ҫыннӑн усал шыҫӑ пулнине палӑртнӑ. Вӗсен 57 проценчӗн усал шыҫӑ малтанхи тапхӑрта пулни паллӑ.
Чӑваш Енре усал шыҫҫа тупса палӑртас тӗлӗшпе уйлӑх пуҫланнӑ. Ку акцие Пӗтӗм тӗнчери ракпа кӗрешмелли куна халалланӑ. Онкологи диспансерӗ онколог патӗнче шутра тӑман ҫынсем валли уҫӑ алӑксен кунне йӗркелет. Специалистем патне направленисӗрех лекме пулать. Анчах малтан шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла: 26-05-05. Пушӑ вырӑнсем шутлӑ анчах. Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче диспансерта ӳт ҫинчи шатра-суран тӗлӗшпе консультаци илме пулать.
Кунсӑр пуҫне онкологсем акципе килӗшӳллӗн районсене тухса ҫӳрӗҫ. Тухтӑрсем усал шыҫҫа маларах тупса палӑрсан унран хӑтӑлас шанчӑк пысӑкрах пулнине аса илтереҫҫӗ.