Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Нумаях пулмасть тӗнче тетелӗнче, «Про Город» хаҫатӑн халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче, сӑнӳкерчӗк сарӑлчӗ: унта пӗр шкулта ачасене пӗчӗк порци салат хурса панине ӳкернӗ. Ку Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкулта пулнӑ. Ачасене турилккене темиҫе татӑк пахча ҫимӗҫ хурса панӑ. Ҫакӑ салат пулнӑ та. Шкул сайтӗнче унӑн йывӑрӑшӗ 31 грамм тесе палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи тӳре-шара тӳрех тӗрӗслевпе тухнӑ. Анчах ун хыҫҫӑн ачасем апатлану вӗсене килӗшнине палӑртнӑ. Анчах салат мӗншӗн ҫавӑн пек сахал пулнӑ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |