Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пырать пулин те вилекенсен хисепӗ пысӑк-ха. Иртнӗ талӑкра ав 18 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвирус республикӑри 4067 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Паянхи кун тӗлне 47012 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 40928-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 44 ҫын чирленине палӑртнӑ, 29 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 2017 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |