Персона
![]() Андрей Попов. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Культура учрежденийӗн тилхепине Андрей Попова тыттарнӑ. Андрей Викторович пирки ҫак самантра нимех те пӗлместпӗр. Хыпара каярах ҫӗнетӗпӗр. PS. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Попов 36 ҫулта. Пермьри патшалӑх хореографи училищинчен балет артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ, каярах унти патшалӑх ӳнерпе культура академийӗнче балетмейстер-репетитора тата Аслӑ экономика шкулӗнче юриста вӗреннӗ. 2003-2010 ҫулсенче Пермьри П.И. Чайковский ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче балет солистӗнче ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Екатеринбургри оперӑпа балет театрӗнче, Пермьри хореографи училищинче, Пермьри патшалӑх ӳнерпе культура академийӗнче, Питӗрти балет театрӗнче балет труппин заведующийӗнче тата директор заместителӗнче тӑрӑшнӑ. 2020 ҫултанпа вӑл Екатеринбургри «ТанцТеатр» балет труппин филиалне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |