Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Хӗветӗр Агиверпа сывпуллашнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.12.2021 19:14 | 1936 хут пӑхнӑ
Персона
Фейсбукри Леонид Пэленич страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Фейсбукри Леонид Пэленич страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Леонид Пэленич (Петров-Атлай) Фейсбукра раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер паллӑ чӑваш ҫыравҫипе, драматургпа тата тӑлмачӑпа Федор Коноваловпа (Хӗветӗр Агиверпа) сывпуллашнӑ.

Хӗветӗр Агивер Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫре ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ, Ҫемен Элкер ячӗллӗ журналистсен премийӗн лауреачӗ.

Чӑвашрадиора, «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Капкӑн» журналсен редакцийӗсенче, Чӑваш Енри Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗн заместителӗнче, «Хурӑнташ» писательсен союзӗн председателӗнче ӗҫленӗ.

«Чӑваш тӗнчин йӗркине пит лайӑх пӗлнӗренех пулӗ, ҫӗр ытла калавпа повӗҫ, сӑвӑпа статья пичетленӗ. Ас тӑватӑп, студентсем те курс тата диплом ӗҫӗсене ҫырнӑ чухне унӑн хитре сӑмахне кӑмӑллатчӗҫ. «Сар ачапа сарӑ хӗр» кӑна мӗне тӑрать!

Шел, чӑвашлӑх тӳпинче тата тепӗр ҫут ҫӑлтӑр сӳнчӗ. Унӑн Пурнӑҫ Кӗнекийӗсем пурри ҫеҫ хальлӗхе пире ҫухалма памӗ-ха!» — тесе ҫырнӑ Леонид Пэленич.

#Комсомольски районӗ, #ҫыравҫасем, #ҫухатусем, #Нӗркеҫ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 7352-1158
2021.12.20 21:53
Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр!
Cтаньял // 2053.26.5752
2021.12.21 19:36
>Йӗрӗ литература хирӗнче анлӑ пулчӗ. Хӑйне майлӑ тӑрӑшрӗ, кивелми хайлама пултарчӗ, ҫамрӑксене ырӑ сунчӗ...
Пайланчӑк самана пӑтрӑмахёсем ӑна текех чӑрмантарас ҫук ӗнтӗ...
Канлӗ ҫывӑр, Акивер!
Тимӗр Акташ // 5845.0.9040
2021.12.22 10:01
Хӗветӗр Агивер вилни ҫинчен официаллӑ хурлӑхлӑ хыпар интернетра тупмарӑм.
Agabazar // 1144.14.3821
2021.12.22 10:53
Agabazar
Хветӗр Акивер
Хветӗр Акивер пӗр вӑхӑт «Тӑван
Атӑл» журналӑн, вӑл юхӑнса кайиччен темелле, тӗп редакторӗ пулнӑ.
Каярах ҫыравҫӑсен «Хурӑнташ» пӗрлешӗвне ертсе пынӑ.
Ҫуралнӑ чухнехи хушамат — Коновалов.
Акивер тени — Нӗркеҫри пӗр ҫырман ячӗ: Ака варӗ > Ака вар > Аки вар > Акивер.
Акапуҫпе ҫурса кайнӑ тӗлтен ҫырма пулса кайнӑ имӗш. Ҫавнашкал легенда.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем