Персона
![]() Антонина Краснован Инстаграмри страницинчи сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, раштав уйӑхӗн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Мария Горшкова куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас юрӑҫ Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче, 9 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мария Горшкова «пӗчӗкрен юрра-ташша ӑста пулнӑ, паллӑ артист пулма ӗмӗтленнӗ. Йышлӑ килйышра ҫитӗннӗрен пурнӑҫ-тути-масине ир тутаннӑ кӗҫӗн хӗр шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн аппӑшӗ сӗннипе бухгалтер профессине алла илме Шупашкара кайнӑ, планпа экономика техникумӗнчен вӗренсе тухса ҫулталӑк «Рассвет» фабрикӑра ӗҫленӗ. Анчах ҫут ҫанталӑк панӑ тивлет ӑна канӑҫ паман, Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищине илсе ҫитернӗ. Музыка пӗлӗвӗ илсен Мария Александровна чылай ҫул Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ, унтан чӑваш эстрадине тухса уйрӑммӑн юрлама пуҫланӑ», – ӑшшӑн аса илнӗ пултаруллӑ юрӑҫа тележурналист. Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, юрӑҫ чылай ҫул йывӑр чирпе тертленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |