Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинчи композиторсен союзӗн президенчӗ, музыковед, композитор, чӑваш халӑхӗн патриочӗ Николай Зимин куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Николай Александрович 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркашра ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, Чулхулари (ун чухне вӑл хула Горький пулнӑ) М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи музыковедени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Николай Зимин – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри музыка пӗрлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, А. Талвир литература премийӗн лауреачӗ.
Вӑл 100 ытла музыка произведенийӗпе аранжировка авторӗ, профессилле тата халӑх музыкипе 500 ытла публикаци ҫырнӑ.
Николай Александровичпа ыран, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти ритуал пулӑшӑвӗнче (Граждан урамӗ, 19-мӗш ҫурт) 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ.