Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси — ачаран теҫҫӗ халӑхра. Тепӗр тесен вӗсем епле ӳсесси пирӗнтен, аслисенчен, килмест-шим вара?
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ачасене мӗн пӗчӗкрен театра хӑнӑхтарма тӑрӑшать. Ҫавна май вӑл «Театрӑн асамлӑ тӗнчи» конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен ӑсталӑхне тӗрлӗ енпе — сӑмахран, сӑнӳкерчӗк, тӗрӗ, шӑрҫаран илемлӗ япаласем ӑсталаса — кӑтартнӑ. Сӑвӑпа сочинени ҫыракансем те тупӑннӑ. Кирек мӗн пулсан та ачасен театр тӗнчине кӑтартма тивнӗ.
Конкурсра Шупашкарти 1-мӗш пуҫламӑш шкулта вӗренекен Аркадий Ефимов, Шупашкарти 55-мӗш шкулти Ирина Андреева, Шупашкарти 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи Дмитрий Мальгин ҫӗнтернӗ. Кунсӑр пуҫне маттуррисене уйрӑм номинацисемпе те чысланӑ.
Конкурса хутшӑннисен чыславӗ «Амакайӑк ҫулӗпе» спектакльпе вӗҫленнӗ.