Раҫҫейре
![]() Паян Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ пуҫланнӑ. Вӑл 1 уйӑх пырӗ, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Чӑваш Енре 370 участок ӗҫлет. Вӗсем шкулсем, культура ҫурчӗсем, вулавӑшсем, нумай функциллӗ центрсем ҫумӗнче уҫӑлнӑ. Кӑҫал ҫырава технологисем пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Унта виҫӗ мелпе хутшӑнма пулать. Пӗрремӗшӗ: киле пыракан ҫыравҫа кӗтсе илмелле. Иккӗмӗшӗ: хӑвӑр участока пыма пултаратӑр. Виҫҫӗмӗшӗ: Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ. Палӑртмалла: порталта хуравсем ҫине чӑвашла та хуравлама май пур (тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хӑш-пӗр ыйтусен хуравӗсем ҫеҫ вырӑсла пулнине калама пулать, пӗтӗмӗшле йӗркеллех куҫарнӑ). Ҫыравҫӑн хӑй ҫумӗнче паспорт, планшет пулмалла. Ҫырава хутшӑнакансен 33 ыйтӑва хуравламалла. 23-шӗ – пӗтӗмӗшле ыйтусем: ӳсӗм, ҫемьери статус, чӗлхе тата ытти те. 10 ыйту ҫурт-йӗре пырса тивет. Ыйтусене хуравлама вӑтамран 23 минут кирлӗ. Пӗр ҫын пӗтӗм ҫемьешӗн хуравлама пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |