Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрача виллине тупнӑ. Вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах паян 14 сехет ҫурӑра Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 27-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пулнӑ. 13-14 ҫулсенчи пек курӑнакан хӗрача 10-мӗш хутри чӳречерен ӳкнӗ. «Урампа пынӑ чухне тӑрук шаплатнӑ саса илтрӗмӗр», - тенӗ «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |