Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Улькка Эльмен Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Улькка Эльменӗн (Ольги Куликован), пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Ҫыравҫӑ хӑйӗн юбилейне ҫапла майпа уявлӗ. Мероприяти «Чӑваш кӗнеки» центрта 14 сехетре пуҫланӗ. Улькка Эльменне вулакансем поэт тата прозаик евӗр пӗлеҫҫӗ. Унӑн пирвайхи сӑввисене район хаҫатӗнче Ольга Куликова шкулта вӗреннӗ чухнех пичетлеме тытӑннӑ. Каярах калавӗсем пӗри хыҫҫӑн тепри республикӑри «Ҫилҫунат», «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсенче кун ҫути курнӑ. Паян Улькка Эльмен — темиҫе кӗнеке авторӗ. Вӗсем — «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ», «Упраймарӑм сана», «Сарӑ кӗпе». Шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсен «Кушак» кӗнеки нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Вӑл ӗҫ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ал ҫырусен республикӑри конкурсӗнче пӗлтӗр ҫӗнтернӗ. Улькка Эльмен 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӑван районӗнчи Нурӑсри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. Пӗр вӑхӑт районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулта директор ҫумӗ, район администрацийӗнче тӗрӗслевпе йӗркелӳ пайӗн тӗп специалисчӗ пулса ӗҫленӗ. «Капкӑн» журнал редакцийӗнче те тӑрӑшнӑ. Кайран Вӑрнарти ҫул-йӗр организацине ертсе пыма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |