Патӑрьел районӗнче пурӑнакан ҫын ӗне туянас тенӗ те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ӑна улталанӑ ҫынсене тупнӑ. Вӗсем – Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан икӗ арҫын.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пуш уйӑхӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ҫын тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳре ӗне сутнине курнӑ та шӑнкӑравланӑ. Сутуҫӑ ӗнене машинӑпа тиесе янине ӗнентернӗ. Ку вара ӑна ӗненсе 40 пин тенкӗ куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Ҫав ҫынсене тупнӑ. 23-ри тата 33 ҫулти арҫынсем ҫавнашкал ытти преступление те тунине палӑртнӑ. Чӑваш Ен полицейскийӗсем ӗҫлӗ командировкӑна кайса вӗсене тытса килнӗ. Арҫынсем Патӑрьел арҫыннин тӑкакне саплаштарнӑ. Ултавҫӑсене судпа айӑпланӑ. Пӗрне ҫирӗп режимлӑ колоние 1 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Теприне тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ.