Пӑтӑрмахсем
![]() Яндекс-дзен сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫулланнӑ пӗр хӗрарӑм икӗ хутчен улталаннӑ. Иккӗшӗнче те «МММ» компание пула. Пӗрремӗшӗнче — ҫав ушкӑна укҫа хурса, тепрехинче — укҫана каялла илес тесе. Пӗр кунхине ун патне палламан этем шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе «МММ» компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Эпир хӑй вӑхӑтӗнче улталаннӑ ҫынсене укҫа тавӑрса парассипе ӗҫлетпӗр тесе каланӑ. 65-ри хӗрарӑм компанин акцине темиҫе ҫул каялла, чӑн та, туяннӑ. Укҫана тавӑрас тесен 23 пин тенкӗ комисси тӳлемеллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ. Кӑштахран ӑна 700 пин тенкӗлӗх сертификата 64 пин тенкӗпе туянма сӗннӗ. Вара хӗрарӑм сисчӗвленнӗ, тек укҫа куҫарса паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |