Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын машина туяннӑ. Сутуҫа вӑл, ахӑртнех, ӗненнӗ. Анчах сӑмахпа каланине никама та шанмалла мар иккен.
Ҫав машина хуҫин штраф нумай пулнӑ. Ҫӗнӗ хуҫа кун пирки малтан пӗлмен. Унчченхи хуҫин штраф парӑмӗ 100 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Вӑл пӗр пайне саплаштарнӑ, анчах тепӗр 36 пин тенкӗ юлнӑ. Суд ӑна руль умне ларма та чарнӑ. Ҫапла вӑл машинӑна сутма палӑртнӑ, парӑмсенчен хӑтӑлма шутланӑ ахӑртнех. Ӑна хӑйсен ялӗнчи ҫын туяннӑ.
Лешӗ ҪҪХПИе машинӑна регистрацилеме пырсан йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. «Тимӗр урхамаха» урӑх ҫын ячӗпе регистрацилеме чарнӑ. Унчченхи хуҫин штрафӗсене 10 кунра татмалла тесе йышӑннӑ. Машинӑна вара арестленӗ, хальлӗхе ӑна туяннӑ ҫын патӗнче хӑварнӑ.