Республикӑра
![]() pixabay.com сайтри сӑн Етӗрне районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма урнӑ тилӗ ҫыртнӑ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Етӗрне хулинчи Тимерязев урамӗнче пурӑнакан хӗрарӑм ҫӳп-ҫап йӑтса тухнӑ. Хайхискер контейнер патӗнче тилӗ ларнине курнӑ. Чӗрчун ӑна тапӑннӑ та ҫыртса илнӗ. Хӗрарӑм районти пульницӑна пулӑшу ыйтма кайнӑ. Ҫав кунах контейнер патӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Ӑна хутаҫа чиксе тӗпчев тума янӑ. Вырӑна дезинфекциленӗ. Халӗ паллӑ: тилӗ чӑнах та урнӑ чирпе аптӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |