Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Паспорт илмелли вӑхӑта тӑсӗҫ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 18.07.2021 05:39 | 279 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Раҫҫей паспортне илмелли вӑхӑта тӑсма йышӑннӑ. Документа РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.

Ҫын 20 тата 45 ҫул тултарсан паспорта 1 уйӑх хушшинче ылмаштармалла. Ҫӗнӗ паспорт илме заявлени парсан ҫынна вӑхӑтлӑх удостоверени параҫҫӗ.

Малашне вара паспорт ылмаштармалли вӑхӑт 90 кунпа танлашӗ.

Ҫӗршыв шайӗнче йӗркене ылмаштарнине вӑхӑтлӑх документпа ҫын банкра кредит илеймест, патшалӑх пулӑшӑвӑвӗсен порталӗнче регистрациленеймест.

14 ҫул тултарнисен те паспорта хальхи пек 30 кунта илсе ӗлкӗрессишӗн талпӑнма тивмӗ. Вӗсен те ҫак ӗҫе 90 кунта пурнӑҫламалла.

2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшччен тата тепӗр ҫӗнӗлӗх вӑя кӗрӗ. Раҫҫей паспортне 5 кунта хатӗрлесе пама тытӑнӗҫ. Ҫын ӑна хӑй пурӑнакан вырӑнта илет-и е вӑхӑтлӑх чарӑннӑ ҫӗрте-и... — пӗрех. Йӗрке пур тӗслӗхре те пӗр пек пулӗ.

#саккунсем, #ҫӗнӗлӗхсем, #паспорт, #банксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫын хутаҫӗнчи ҫур миллион тенке йӑтса кайнӑ
2021, 06, 11
Уй-хире им-ҫамласси ҫинчен хурт-хӑмӑрҫӑсене пӗлтермелле
2021, 06, 11
«Мегаполиса» ятарласа панкрута кӑларнӑ
2021, 06, 17
Шупашкарта вырӑсла тата акӑлчанла хыпарлавҫӑ вырнаҫтарнӑ
2021, 06, 18
Тутарстанри хӗрарӑм Чӑваш Енри лавккасенче суя укҫапа туяннӑ
2021, 06, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org