Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫил тухма, аслати авӑтма пултарӗ. Аслати вӑхӑтӗнче ҫил ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫакӑн пек асӑрхаттарать маларах асӑннӑ управленин Инкеклӗ лару-тӑру управленийӗн центрӗ.
Ҫил вӑйлӑ алхассан ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса каяс, ҫирӗп мар хуралтӑсем, ытти ҫавӑн йышши конструкцисем тӳнсе каяс хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа та асӑрханмалла, сыхланмалла. Яваплӑ службӑсен уйрӑмах сыхӑ тӑмалла.