Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарта хулан пӗрремӗш аптека ҫуртне юсама тытӑннӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Аçтахар Плотников 08.06.2021 14:42 | 201 хут пӑхнӑ
Хулара
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Чӑваш Ен тӗп хулинче регион шайӗнчи «Аптека ҫурчӗ, XIX ӗмӗр вӗҫӗ» культура еткерӗн объектне юсама пуҫӑннӑ. Вӑл Бондарев урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ, Шупашкарти аптекӑллӑ пӗрремӗш ҫурт пек паллӑ.

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби каланине «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра ҫурт фасадне юсаҫҫӗ, чӳречесене ҫӗнетеҫҫӗ. Ӗҫ докуменчӗпе килӗшӳллӗн, чӳречесене малтанхи пекех упраса хӑварӗҫ. Вӗсене пластиклипе ылмаштармӗҫ, ҫавӑн пекех чӳречесен малтанхи тӗсӗ те сыхланса юлӗ. Алӑксене юсанӑ чухне те ҫавӑн пекех тӑвӗҫ.

Юсав хакӗ 5,6 миллион тенкӗпе танлашать. Ӗҫе «Фирма «РИС» ТМЯП ирттерет.

Сӑмах май, ку ҫуртра вырнаҫнӑ 1-мӗш №-лӗ аптека юсав вӑхӑтӗнче те хупӑнмӗ, ахаль чухнехи пекех ӗҫлӗ.

#юсав, #ҫурт-йӗр, #аптекӑсем, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ws/news.htm?shownews=257943
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ехрем хуҫа ҫуртне юсӗҫ
2021, 03, 17
5-мӗш хутран ӳкнӗ ача амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ
2021, 04, 17
Шупашкарта темиҫе пӳрт ҫуннӑ
2021, 04, 18
Вӗри шывсӑр юлӗҫ
2021, 05, 11
Шкулта Сывлӑх центрӗ уҫӑлнӑ
2021, 05, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org