Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Республикӑра
![]() allvag.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви «Volkswagen Phaeton» автомобильсем сутассине пӗлтернӗ. Аукцион ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре пуҫланӗ. Асӑннӑ икӗ машинӑна республикӑна Михаил Игнатьев ертсе пынӑ вӑхӑтра туяннӑ. Ҫӗнӗ чухне пӗр машина хакӗ 8,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Халӗ аукционти пуҫламӑш хака 847 пин тенкӗ пулӗ тесе палӑртнӑ. Аукционта ытти машинӑна та сутӗҫ. Сӑмахран, 2007 ҫулта туса кӑларнӑ «Mersedes-Benz» автомобилӗн пуҫламӑш хакӗ — 852 пин тенкӗ, 2002 ҫулхи «ГАЗ 3102» — 24 пин, 2004 ҫулти «ВАЗ-21099» — 11 пин, «УАЗ 39629» санитари автомобилӗ — 15 пин, 1988 ҫулхи «ГАЗ-САЗ-3507» — 52,1 пин, 1996 ҫулхи «УАЗ-315-12» — 37,3 пин. Унсӑр пуҫне «Амур-М» катера та сутасшӑн. Унӑн пуҫламӑш хакӗ — 23 пин тенкӗ. Вӑл ҫалавпа шырав службин балансӗ ҫинче тӑнӑ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |