Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри пульницӑсем валли машинӑсем туянасшӑн. Пӗтӗмпе – 24 автомобиль. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 16 миллион тенкӗ те 248 пин тенкӗ. Машинӑра хыҫалта виҫӗ ҫын вырнаҫмалӑх, механика курупкаллӑ пулмалла. Условисенчен пӗри ҫакӑ. Виҫӗ машинӑна Шупашкар районӗн пульницине парӗҫ. Патӑрьел тата Муркаш районӗсен пульницине икшер машина тивӗҫӗ. Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай тата Елчӗк районӗсен пульницисене, Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине, Ҫӗмӗрлери территорисен хушшинчи медицина центрне пӗрер машина лекӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |