Чӑваш Енре вертолет лапамӗсем тӑвассине тата вертолетсем ҫӳретме тытӑнассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2024 ҫул тӗлне Чӑваш Енре 30-тан кая мар пациента пульницӑна вертолетпа илсе ҫитерӗҫ.
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, транспорт хатӗрӗ икӗ региона: Чӑваш Ене тата Мари Эла – тивӗҫтерӗ. Вӑл кирек хӑҫан та ҫула тухма хатӗр пулмалла. Хӗллехи вӑхӑтра заявка хыҫҫӑн – 60 минутра, ытти чухне – 30 минутра. Борт ҫине хӗрлӗ хӗрес ӳкернӗ ҫак транспортӑн икӗ пилот пулмалла, унта икӗ тухтӑртан кая мар лармалӑх вырӑн пӑхса хӑвармалла. Выртакан ҫын валли пӗр вырӑнтан кая мар кирлӗ. Унсӑр пуҫне чирлипе пӗрле ҫула тухниэӑ ҫынна та лартмалла.
Вертолета пӗр сехет арендӑна илни 231 пин те 066 тенкӗрен кая мар ларӗ. Чӑваш Ен вертолетпа 108 сехете яхӑн (25 миллион тенкӗ) усӑ курма палӑртать, Мари Эл — 65 сехете яхӑн (15 млн тенкӗ).