Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тани Юн кӗнекине хакланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.04.2021 19:47 | 1802 хут пӑхнӑ
Культура

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн йӑлана кӗнӗ ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче унта Тани Юнӑн «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнекине хакланӑ. Чӑваш кӗнеке издательство ӗҫченӗ Ольга Иванова Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке 2013 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.

«Тани Юн (Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская, хӗр чухнехи хушамачӗ – Бурашникова) 1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Етӗрне районӗ) Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. Пултарулӑхри малтанхи утӑмӗсене шкулти театр сцени ҫинче тунӑ, ун хыҫҫӑн Хусантан тин ҫеҫ Шупашкара куҫса килнӗ чӑваш театрӗнче вӑй хунӑ, «Чӑвашкино» тата «Востоккино» студисем ӳкернӗ фильмсенче тӗп рольсене вылянӑ. Чӑваш тата вырӑс драма театрӗсенче вылянӑ чухне ӑна Иоаким Максимов-Кошкинский асӑрханӑ. Каярахпа Иоаким Степанович унӑн мӑшӑрӗ пулса тӑнӑ.

Тани Юн сцена тата кино искусствинче ытларах палӑрнӑ пулин те, литературӑра та ҫине тӑрсах ӗҫленӗ, вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ, пьесӑсем ҫырнӑ. Унӑн «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнеки пирвайхи хут 1972 ҫулта пичетленнӗ. Анчах унта «Аса илес килменнисем» сыпӑк кӗмен, 2013 ҫулхи кӑларӑм вӑл енчен тулли.

Чӑваш актрисин асаилӗвӗсем нумаях пулмасть вырӑсла пичетленсе тухрӗҫ. Куҫаруҫи – З.В. Романова.

Тани Юнӑн канӑҫсӑр та ырӑ чӗри 1977 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Ҫапах та хӑй пурӑнмасть тесе кам калӗ?! Унӑн пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ вилӗмсӗр», — тесе паллаштарнӑ Ольга Иванова.

#театрсем, #Хусан, #хаклавсем, #вулавӑшсем, #кӗнекесем, #Чурпай, #Етӗрне районӗ, #артистсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем