Юпа уйӑхӗн 27-мӗшпе 28-мӗшӗсенче Питӗр хулинче Википедин вырӑс уйрӑмӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртрӗ. Ҫак конференцине Николай Плотников та хутшӑнчӗ. Конференци информаци технологийӗпе механика тата оптика университетӗнче иртрӗ. Пӗрремӗш кунӗнче докладсем вуласа пачӗҫ, вӗсене пӗрле сӳтсе яврӗҫ. Иккӗмӗш кунӗнче ҫавра сӗтелсем иртрӗҫ.
Ку вырӑс уйрӑмӗн конференци пулнӑ пулин те унта Википедин пӗчӗкрех уйрӑмсен ыйтӑвӗсене те пӑхса тухрӗҫ. Ҫапла вара конференцине осетин уйрӑмӗн администраторӗ Вячеслав Иванов, удмурт уйрӑмӗн администраторӗ Денис Сахарных, чӑваш уйрӑмӗн администраторӗ Николай Плотников, ирҫӗ уйрӑмне йӗркелес енӗпе тӑрмашакан Петрянь Андю ятарласа хутшӑнчӗҫ. Пӗрремӗш кунӗнче вӗсем вырӑссем ҫак уйрӑмсене мӗнпе пулӑшма пултарни ҫинчен каласа пачӗҫ. Сӑмахран, ҫак уйрӑмсенче шаблонсем тума, википаллӑсемпе ерешлеме, интервики лартма, ҫак уйрӑмсем ҫинчен юлташсене пӗлтерсе пулӑшма чӗлхе пӗлни кирлех мар. Иккӗмӗш кунӗнче вара ҫак уйрӑмсенче сиксе тухакан ыйтусене тишкерчӗҫ, пухнӑ опытпа паллашрӗҫ.
Конференци пӗтӗмлетӗвӗсемпе кунта (вырӑсла) паллашма май пур. Ҫавра сӗтелте хускатнӑ ыйтусемпе каярах пирӗн сайт ҫинче паллашма май пулӗ (аудио вырнаҫтарӑпӑр)