Сывлӑх
![]() virusinformationnews.com сайтри сӑн Иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирус каллех ҫынсен пурнӑҫне татнӑ. Хальхинче 6 ҫын сывлама пӑрахнӑ. Ака уйӑхӗнчи 3 кунра Чӑваш Енре 17 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку таранччен 1236 ҫын ҫӗре вӑхӑтсӑр кӗнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 22926 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 20907-шӗ сывалнӑ. Ку 91,2 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 44 ҫын чирленине палӑртнӑ. 32 ҫын вара сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 783 ҫын килте е пульницӑра сипленет. Пирӗн республика кӑшӑлвируспа чирлес енӗпе Раҫҫейре 63-мӗш вырӑнта, ку чиртен вилесси енӗпе вара – 18-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |