Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Валери Туркайӑн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленнӗ, хальхинче — вырӑсла

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.03.2021 16:16 | 1603 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӑй ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленекенскер, поэзие юратакансене ҫӗнӗ кӗнеке парнелерӗ. Ку вӑл — сӑвӑҫӑн вырӑсла куҫарнӑ «Навсегда я выбрал этот путь» ятлӑ пуххи.

Чӑваш поэчӗн сӑввисене вырӑсла куҫаракансен йышӗнче паллӑ ту сумлӑ сӑвӑҫсем: Аристарх Дмитриев, Виктор Овчаров, Анатолий Смолин, Владимир Грибанов, Рита Кириллова (пурте Чӑваш Енрен), Юрий Щербаков (Аҫтӑрхан), Сергей Бирюковпа Евгений Степанов (иккӗшӗ те Тамбовран), Николай Михин (Питӗр), Анастасия Ермаковапа Анатолий Парщиков (иккӗшӗ те Мускавран).

Кӗнеке тиражӗ — 500 экземпляр. Унӑн хуплашкине Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ Сусанна Григорян ӳкернӗ «Валери Туркай. Чӑваш халӑх поэчӗ» портрет илем кӳрет.

«Навсегда я выбрал этот путь» кӗнекене вулакан патне ҫитерме Комсомольски райӗнӗнчи Тукайра ҫуралса ӳснӗ паллӑ предприниматель тата меценат Геннадий Шурбин укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ.

#кӗнекесем, #культура, #юбилейсем, #Комсомольски районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2891.73.6256
2021.03.27 20:19
Agabazar
Шурбин Геннадий Ваççилччă çинчен тĕплĕнрех каласа парăр-ха.
Валери ТУРКАЙ // 3814.07.1633
2021.03.28 11:15
Салам!
Питӗ кӗскен: Геннадий Васильевич ШУРБИН 2060 ҫулта Комсомольски районӗнчи Тукайра ҫуралнӑ. Геолог пулас тӗллев тытнӑскер шкул хыҫҫӑнах "тӗнчене" тухса кайнӑ. Артем хулинче (Украина),Саратовра вӗреннӗ. 40 ҫул ытла Салехардра ӗҫленӗ, анчах тӑван ҫӗршывне, тӑван чӗлхине манман.
2009 ҫулта Красноармейски районӗнче "Караево" ООО йӗркеленӗ, Чӑваш Ен ялхуҫалӑхне ҫӗршер миллион тенкӗ хывнӑ. Тукайра унӑн укҫипе чаплӑ чиркӳ туса лартнӑ.
Тӗлӗнмелле маттур Чӑваш! Арӑмӗ те - чӑваш.
Валери ТУРКАЙ
Базиль Кириллов // 3039.42.2012
2022.01.08 09:43
"2060 ҫулта суралнӑ...!" Ай-уй, тата мӗн чул кӗтмелле вӑл (ун пеккисем) ҫураласса!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем