Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗсенче тӳре лини ирттернӗ, ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Тӗрлӗ ыйтӑва хуравланӑ вӑл. Тӗслӗхрен, ҫынсем Муркашра тротуарсене тасатманни пирки ыйтнӑ. Олег Николаев хӑй юр хырма юратни пирки каланӑ, Муркашри тӳре-шараран ку лару-тӑру пирки кӑсӑкланма шантарнӑ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗрпе тивӗҫтересси пирки те калаҫнӑ. Малашне ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне пӗр хутчен тӳлев парасси пирки шутлаҫҫӗ, ку проекта пӑхса тухаҫҫӗ.
Пӗр амӑшӗ пӗчӗк ачасене сӗт юр-варне тӳлевсӗр парассипе кӑсӑкланнӑ. Олег Алексеевич хӑй те нумай ачаллӑ ашшӗ пулнине, хӑй вӑхӑтӗнче юр-вара тӳлевсӗр панине астунине каланӑ. Кун пирки тӳре-шара шухӑшласа пӑхӗ.
Олег Николаев халӑх ыйтӑвӗсене 1 сехет ҫурӑ ытла хуравланӑ.