Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тумалли пункт уҫӑлнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗччен 14-19.30 сехетсенче ӗҫлӗ. Паянхи кун тӗлне ку пунктра 100 ытла ҫын прививка тунӑ. Ытларахӑшӗ – 60 ҫултан аслӑраххисем. Пунктра Роспотребнадзор ыйтакан условисене тунӑ, медицинӑра усӑ курмалли морозильник вырнаҫтарнӑ. Унта пырса кирек кам та прививка тума пултарать. Пациента малтан тухтӑр пӑхать. Ҫумра паспорт, СНИЛС, полис пулмалла. Тепӗр 21 кунран «Каскадра» пункт каллех уҫӑлӗ. Ун чухне иккӗмӗш прививкӑна тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |