Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вырӑскасси ялӗнче митинг иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
elnikifo@mail.ru 08.05.2013 14:04 | 1579 хут пӑхнӑ

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 68 ҫул ҫитнине халалласа Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче митинг иртрӗ. Уява Курнавӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И. Кузьмин, район администрацийӗн халӑха социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен пайӗн ертӳҫи И.Н. Аникина, ялти ветерансен канашӗн председателӗ Н.С. Кириллов, Ҫуткӳлти шкул коллективӗ хутшӑнчӗ.

Шкул директорӗн ҫумӗ Р.В. Федорова доклад каласа пачӗ. Пирӗн халӑх фашизмпа ҫапӑҫнӑ чухне тунӑ паттӑрла ӗҫӗн мухтавлӑхӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн те иксӗлменнине аса илтерчӗ. Вӗренекенсем митинга пухӑннисене юрӑ-сӑвӑпа саламларӗҫ. Ҫамрӑк юнармеецсем вара хӑйсем ҫӗршыва хӳтӗлеме паянах хатӗрленнине ҫирӗплетсе стройпа юрласа иртрӗҫ.

Ҫуткӳлпе Вырӑскасси ялӗсенчен Аслӑ вӑрҫа нумаййӑн хутшӑннӑ. Паянхи кун ялта икӗ ветеран. Софрон Васильевич Васильев вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илнӗ май куҫҫӳльне пытараймарӗ. Николай Терентьевич Сидоров ветерана вара уяв ячӗпе шкул директорӗ Е.И. Никифорова килӗнче саламларӗ.

Ҫапла, фронтовиксемпе тыл ӗҫченӗсем ҫав йывӑр ҫулсенче кӑтартнӑ паттӑрлӑх тата хастарлӑх пирӗн чӗресенче яланлӑхах сыхланса юлӗҫ. Чыс та мухтав вӗсене, ҫӗр ҫинчи ирӗклӗхпе тӑнӑҫлӑха хӳтӗлесе хӑварнӑ ҫынсене!

#Курнавӑш ял тӑрӑхӗ, #Ҫуткӳл, #Вырӑскасси, #Елчӗк районӗ, #Ҫӗнтерӳ кунӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем