Раҫҫейре
![]() Ӗҫсӗр тӑрса юлнисене кӑҫал та кӳрентермӗҫ. Вӗсене уйӑхсерен тӳлекен пособин чи пысӑк виҫи 12 130 тенкӗ пулӗ, чи пӗчӗкки – 1500 тенкӗ. Малтанхи виҫӗ уйӑхра шалӑвӑн 75 проценчӗ чухлӗ, анчах пособин чи пысӑк виҫинчен ытла мар, тӳлӗҫ; унтан тепӗр виҫӗ уйӑх — 60 процент, анчах 5 пинрен ытла мар. Аса илтерер: ӗҫсӗррисене тӳлекен пособин чи пысӑк виҫи 8 пин тенкӗччӗ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӑна 1,5 хута яхӑн ӳстерме йышӑнчӗҫ. Ҫавна вӑхӑтлӑх тесе пӗлтернӗччӗ те, анчах кӑҫал та пӑрахӑҫламӗҫ. Ҫак кунсенче Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин ун пирки тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |