Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Маршрутлӑ таксисен шучӗ ӳсет, хӑтлӑхӗ вара — малтанхи шайрах

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 28.04.2013 04:17 | 1047 хут пӑхнӑ

Шупашкарти обществӑллӑ транспортсен ӗҫӗ-хӗлне хулара чупакан маршруткӑсем самаях хастаррӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Хӗрӳ вӑхӑтра (час пикра) вара маршруткӑсен пӗлтерӗшӗ ӳсех каять. Асӑннӑ обществӑллӑ транспортӑн шучӗ ӳсет пулсан та паянхи кун та транспортӑн пысӑк ҫитменлӗхӗ — ҫынсене паллӑртса хунӑ шутӗнчен нумайрах лартса ҫӳрени.

Маршрутлӑ таксисен ӗҫӗ-хӗлӗн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен иртнӗ кунсенче Шупашкар мэринчи ларура калаҫнӑ. Журналистсем паллӑртнӑ тӑрӑх, маршруткӑн хӑш-пӗр водитӗлесӗм пӗр вӑхӑтра темиҫе ӗҫ тума пултарни тӗлентерет. Ун йышши водительсем Юлий Цезарьтен (пӗр харас темиҫе ӗҫ тума пултарнисене Юлий Цезарь тени халӑхра сӑмахлӑх ҫӳрет) нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши водитель ҫулпа пынӑ чух раципе, телефонпа та калаҫса илме пултарать, укҫа-тенкӗ илсе ытлашшине те шутласа пама ӗлкерет. Темиҫе функцине пурнӑҫлама пултаракан маршрут такси «ӑстисен» ӗҫӗ-хӗлӗн чи пӗлтерӗшлӗ енӗ вара — ҫул ҫинче асӑрхануллӑ та тимлӗ пуласси. Анчах шел пулин те пур водитель та ӑнлансах пӗтереймест ҫакна.

РФ управленийӗн Шупашкар хулинчи ГИБДД пайӗн начальникӑн ҫумӗ Сергей Субботкин пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал юлашки виҫӗ уйӑхсенче маршрутлӑ таксисен ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫул ҫинче йӗркене пӑсни 500 таран пулнӑ.

Маршрутлӑ таксисен айӑпӗпе Шупашкарта ҫул ҫинче 17 пӑтӑрмах пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын вилнӗ, 29 ҫын вара аманнӑ.

Асӑннӑ ларура обществӑллӑ транспортсен ятарлӑ программинче маршрутлӑ таксисен йышне чакарас ыйтӑва та хускатса илчӗҫ.

Ҫитес вӑхӑтра обществӑллӑ транспортӑн йышне чакарасси паллӑ, анчах йышшӑннӑ ҫӗнӗлӗхсем ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва лайӑх еннелле улӑштарма пултарӗҫ-ши? Ку чӑннипех те кӑсӑклӑ ыйту.

#маршрут автобусӗсем, #ҫул-йӗр, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем