Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -25.0 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Станислав Юхтар художник 60 ҫул тултарнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 01.12.2020 19:24 | 307 хут пӑхнӑ
Персона
Станислав Юхтар
Станислав Юхтар

Станислав Юхтар художник 60 ҫул тултарнине, шел те, каярах юлса пӗлтӗмӗр. Ку пулӑм ҫинчен «Тӑван Атӑл» журналта Арсений Тарасов журналист тата драматург ҫырса пӗлтернӗ.

«Хӑй утса ҫӳрекен ҫӗр чӑмӑрӗ ӑна хӗвел тавра 60 хут ҫавӑрттарса вӗҫӗ-хӗррисӗр галактикӑна кӑтартать. Станислав Николаевичӑн хӑйӗн галактики пур, вӑл — чӑваш тӗнчи. 60 ҫул ҫав тӗнчен сывлӑшӗпе сывлать, ҫав тӗнчен юрри-кӗввине итлесе киленет, Митта Ваҫлейӗ: «Эпӗ чӑвашла калаҫнӑ чухне чунпа канатӑп», — тенӗ пек тӑван чӑвашсемпе тӑван чӗлхепе 60 ҫул калаҫса чунпа канать», — ӑшшӑн паллаштарнӑ пултаруллӑ ҫыравҫӑ.

«Пирӗнешкел ытти ҫын пекех темелле. Анчах вӑл сывлакан сывлӑш та, вӑл илтекен юрӑ-ҫемӗ те, калаҫӑвӗ те пирӗннинчен, хальхинчен, урӑхларах пулнӑн туйӑнать, мӗншӗн тесен Юхтарӑн чӑваш тӗнчи — сӗм-сӗм ӗмӗрсем каяллахи чӑваш йӑхӗсен тӗнчи», — малалла тӑснӑ сӑмахне Арсений Тарасов.

Станислав Юхтар Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче 1960 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ, унтах тӗпленсе пурӑнать. Вӑл – график, живописҫӑ, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Этнофутуристика енӗпе тимлекен ӑста вӑл.

#Ҫӗрпӳ районӗ, #художниксем, #юбилейсем, #Вӑрӑмҫут

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Йӗпреҫ художникӗ 60 ҫул тултарнӑ
2020, 07, 02
Олимпиада Иванова — 50-ра
2020, 08, 26
Художникӑн юбилейӗ ячӗпе балет лартнӑ
2020, 11, 09
Нина Яковлевӑн юбилей каҫӗ иртӗ
2020, 11, 18
Хӗл илемӗпе паллаштарӗҫ
2020, 12, 01

Комментари:

Базиль Кириллов // 5667.7.6473
2020-12-01 20:43
Юхтар енне кармашнă автор - çитеймен:" ...хăйĕн галактики пур - вăл чăваш тĕнчи". Пуш урапа (А. Тарасов) хыт шалтăртать çав.
Станьял // 5418.9.4598
2020-12-02 13:07
Юхтар сана тата Эткере аса илтӗм.
Ахӑртнех, сан ҫуралнӑ куну тӗлне! Сывлӑх та ӑнӑҫу сунатӑп!


А.Тарасов // 3136.4.9854
2020-12-02 13:38
Юхтар енне туртāнни вāл хāй паха. Çитейнē пулсан Юхтар маншāн Юхтар пулмēччē, пēр-пēр Базель шайēнчи этемкке кāна.
Базиль Кириллов // 2661.55.6394
2020-12-05 18:28
Ҫитеймен ҫав! Галактикӑсем пирки шалтӑртаниех ҫакна пӗлтерет, лайӑх ача пирки йӗркеллӗ сӑмах калама ҫук-им? Ма тӳрех галактикӑна хӑпарса каймалла?
А.Тарасов // 3464.76.4593
2020-12-06 00:34
Мēн каласшāн эс?А.Тарасов Юхтар пултарулāхне хаклама āс çитереймен тесшēн-и?Эп унāн пултарулāхне хаклама тēллев лартман, искусствовед мар вēт, эпē унāн картинисене пāхса хамра çуралнā шухāшсене, туйāмсене, эп вēсене мēнле курнине кāна çыратāп.Малтан вуласа тух "Тāван Атāлта" тухнā статйине вēçне çити, вара калаçу пулма пултарать. Кунта кāна мар, "Тāван Атāл" журналрах. Эп унта кун пек калаçмаллисем валли ятарласа "Калаçмалли пур" рубрика кēртнē.Гонорар та паратпāр.Анчах эп сана пēлетēп, килēшместēн, эс çапла мана-и, Туркая-и е теприне-и çын умēнче пāхлас тесе, кēвēçсе, āмсанса вāрттāн шāл хāйраса пурнатāн. Çавнашкал статья çырма пултараятни?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org