Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Персона
![]() Сергей Романов Паян, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 45-мӗш сессийӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем хушшинче республикӑра Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй кандидатурине сӳтсе явни те пулнӑ. Омбудсмен пулас кӑмӑллӑ ҫын — Сергей Романов. Парламентӑн сессийӗнче пулнисем каланӑ тӑрӑх, Уполномоченнӑй пуканне йышӑнма ӗмӗтленекен ҫынна депутатсем видеоҫыхӑну мелӗпе итленӗ. Сергей Романов хӑйӗн биографийӗпе паллаштарса тӑман, анчах унчченхи омбудсменсен ӗҫне пысӑка хурса хакланине, хӑй те вӗсенчен юласшӑн маррине палӑртса хӑварнӑ. Уполномоченнай кандидатурине Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен ҫӗршыври омбудсмен пӑхса тухса ырламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |