Ҫутҫанталӑк
![]() Республикӑра чӑн-чӑн хӗллехи сивӗ хуҫаланать. Иртнӗ канмалли кунсенче ҫанталӑк ҫӗрле 16 градус таран сивӗтнӗ. Патӑрьелте тата сивӗрех пулнӑ. Паян ҫӗрле тата сивӗрех пулӗ: термометр 18 градус сивӗ кӑтартӗ. Юнкун антициклон Казахстан енне кайма тытӑнӗ. Ҫавна май 3-8 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Ҫил вӑйланӗ. Чӳкӗн 19-мӗшӗнче ӑшӑ фронт иртсе кайӗ, пӗлӗтленӗ, ҫапах юр ҫумӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче типӗ те ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах ҫил вӑйлӑ пулнӑран 13-18 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Ку уйӑхри юлашки эрне ӑшӑ та юрлӑ пулӗ. Юр хулӑнӑшӗ 15 сантиметр таран ӳсме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |