Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Мускаври конференцире хутшӑнтӑмӑр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 15.04.2013 16:22 | 1944 хут пӑхнӑ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ, унӑн ӑслӑлӑхӗн аталанӑвӗ пирки шухӑшланӑ май тӗрлӗ регионти аслӑ вӗренӳ шкулӗсемпе те тӑтӑш ҫыхӑну тытать. Йошкар-Ола, Хусан, Стерлӗ, Ӗпхӳ, Мускав тата ытти хуласенчи вузсемпе туслӑ ҫыхӑнусем йӗркеленӗ ӗнтӗ. Вӗсен ӑсчахӗсемпе студенчӗсемпе пирӗн пата, пирӗн вара вӗсем патне килсе ҫӳресе пӗлӗве туптасси йӑлана кӗнӗ пулӑм темелле.

Акӑ акан 11-13-мӗшӗсенче Мускаври патшалӑх педагогика универстечӗ (МППУ) «Атӑлҫи халӑхӗсен филологи проблемисем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри VII ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ирттерчӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн доценчӗсем Г.Г. Ильина «Структурные особенности чувашских тӗшмӗш халапӗ: на примере устных рассказов о персонажах леса» темӑпа, Е.П. Чекушкина «История перевода современной татарской литературы на чувашский язык» темӑпа, Е.Р. Якимова «Отражение особенностей традиционной культуры в чувашской литературе» темӑпа докладсем турӗҫ кунта. И.В. Софронова доцент кӗретсӗр майпа хутшӑнчӗ конференци ӗҫне.

Ҫакна та палӑртмалла, мускавсем ҫиччӗмӗш хут ирттерекен ӑслӑлӑх ларӑвне пирӗн факультет преподавателӗсем кашни ҫулах хастар хутшӑнаҫҫӗ, филологсене канӑҫ паман кӑсӑк темӑсене Мускаври филологи факультечӗн тутар уйрӑмӗнчи ӗҫтешӗсемпе пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ, наукӑшӑн пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳсем тӑваҫҫӗ.

#чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Мускав, #конференцисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем