Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Алран алла» ятпа ҫӗнӗ ярӑм ҫулсерен тухса тӑма пуҫлӗ. Унта кӗнӗ хайлавсенче хӗрарӑм шӑпи тӗп вырӑнта пулӗ. Издательствӑн ӗҫченӗ Галина Антонова ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Вулавӑшӑн сайтӗнче клубӑн хастар пайташӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленнӗ «Инкеклӗ телей» коллективлӑ сборника сӳтсе явнине пӗлтернӗ. Кӗнекене пухса хатӗрленӗ Галина Антонова ҫапла пӗлтернӗ: «Чӑвашла вулама юратакан пикесем, аппасемпе йӑмӑксем, аннесемпе асаннесем валли Чӑваш кӗнеке издательстви ятарлӑ ярӑм пуҫларӗ. Вӑл «Алран алла» ятпа кашни ҫулах тухса тӑрӗ. Ҫав ярӑмри кӗнекесене хӗрарӑмсем уйрӑмах килӗштерекен юратупа туслӑх, ҫемье, кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ повеҫсемпе калавсем кӗрӗҫ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |