Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Культура: Ҫамрӑксен театрӗнче — премьера

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 29.09.2020 20:42 | 478 хут пӑхнӑ
Культура

Ыран, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» камитне кӑтартӗҫ. Вӑл театрӑн пысӑк залӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Пьеса авторӗ — Николай Сидоров, режиссёрӗ — Дмитрий Петров.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «упӑшкипе арӑмӗ, Кахвун (Агафон) тата Акаҫҫи Курочкинсем, пилӗк хӗрӗнчен чи кӗҫӗннине качча панӑ хыҫҫӑн хӑйсем ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑччӗ кӑна, Ирина ҫамрӑк упӑшкине пӑрахса каялла таврӑнать. Ку ҫеҫ те мар-ха: аслӑ хӗрӗ Венера та ашшӗ-амӑшне «савӑнтарма» тӑван килне таплаттарса ҫитет! Савмасӑр качча тухнӑскер, ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйӗн малтанхи юратӑвне кӗтет. Чуна ҫывӑх ҫынна шыраса тупас, юратӑва упраса хӑварас тесен мӗн чухлӗ вӑй хумалла-ха? Ҫакӑн пек ыйту кӑларса тӑратать куракан умне Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ».

#культура, #театрсем, #спектакльсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Театр виҫӗ премьера хатӗрлет
2020, 07, 12
Кӑҫал лартас тенӗ спектакльсене килес ҫул валли хӑварнӑ
2020, 08, 11
Ҫӗнӗ спектакль хатӗрленӗ
2020, 08, 17
Мускаври художника чӗнсе илнӗ
2020, 09, 14
Спектакль валли чӑваш музыка инструменчӗ туяннӑ
2020, 09, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org