Елчӗк районӗнче пурӑнакан икӗ каччӑ салтака каяссишӗн хыпса ҫунман. Халӗ вӗсене ҫавӑншӑн суд тусах явап тыттарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 тата 22 ҫулсенчи икӗ каччӑ ҫар ретне тӑма юрӑхлӑ пулнӑ. Сывлӑх ҫирӗппине, ҫӗршыва хӳтӗлеме пултарнине тухтӑрсем палӑртнӑ.
Салтака юрӑхлӑ каччӑсене 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫар комиссариантне чӗнсе повестка тыттарнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитнӗ, анчах каччӑсем ҫар комиссиариатне пыман.
Салтакран тарса ҫӳреҫҫӗ тесе вӗсен тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫартан пӑрӑнма пӑхнӑ каччӑсене суд 20 тата 25-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Маларах Ҫӗмӗрлери каччӑна явап тыттарнӑ.