Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кашни ҫулах республикӑри пултаруллӑ 1000 яш-хӗре Элтепер стипендине парса хавхалантараҫҫӗ. Анчах 2015 ҫултанпа стипендие ҫамрӑк пӗр хутчен ҫеҫ илме пултарнӑ. Унччен вара кун пек чару пулман.
«Ҫамрӑк ҫын ку премие 2-3 ҫултан тепӗр хутчен илнинче ним япӑххине те курмастӑп», - тенӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Унччен маларах пӗр нимеҫӗ ун патне сӗнӳпе тухнӑ: ҫамрӑксене ҫак стипендие темиҫе хутчен те илме ирӗк пама ыйтнӑ. Олег Алексеевич кунпа килӗшнӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, стипендие илме тивӗҫ пултаруллӑ ҫынсем ытларах ҫавсемех. Эппин, вӗсене кун пек хавхлантарӑва тивӗҫес шанчӑкран хӑтармалла мар.
Сӑмах май, халӗ ку стипенди 1830 тенкӗпе танлашать, унӑн сумми 2009 ҫултанпа улшӑнман.
