Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ветерансем валли такси йӗркелесшӗн

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 14.07.2020 19:23 | 451 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Яндекс» компанипе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Республика ертӳҫи экономикӑна тата социаллӑ сферӑна цифровизацилес тӗллевлӗ проекта пурнӑҫа кӗртесшӗн.

«Яндекс» компанин Раҫҫейри гендиректорӗпе Елена Бунинӑпа ирттернӗ онлайн-тӗлпулура онлайн-вӗрентӳ, тӗрлӗ социаллӑ проект (ҫав шутра – сусӑрсене тата ватӑсене пулӑшасси) пирки те калаҫнӑ; хальхи вӑхӑтри навигаци, шыравпа информаци сервисӗсемпе усӑ курас ыйтӑва хускатнӑ.

Республикӑра «Ветерансем валли такси» социаллӑ проекта хута ярасшӑн. Вӑрнар поселокӗнче кӑҫал «Яндекс.Лицей» уҫӑлмалла. Вӑл Чӑваш Енӗн тӑватӑ вӗренӳ учрежденийӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.

Олег Николаев «Яндекс.Лавка» сервиспа та кӑсӑкланнӑ. Вӑл пулӑшнипе вырӑнти производительсен продукцине (сӑмахран, шӑрттана, сӑрана) сутма май килӗччӗ.

#тӳре-шара, #килӗшӳсем, #апат-ҫимӗҫ, #тӗнче тетелӗ, #Вӑрнар районӗ, #вӗрентӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ветеринари службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма шаннӑ
2020, 01, 22
Чӑваш артисчӗсем тухтӑрсене мухтаса юрлаҫҫӗ
2020, 05, 02
Ҫавалкас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна явап тыттарасшӑн
2020, 05, 07
Кӳкеҫре тӳре-шара та, интернатрисем те кӑшӑлвируспа чирленӗ-и?
2020, 05, 10
Канашран Йӗпреҫе каякан ҫул пӑшӑрхантарать
2020, 05, 17

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org