Ҫӗрпӳре ӗнер Чӑваш Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ. Вӑл паллашнӑ объектсенчен пӗри – хулара туса лартнӑ 240 вырӑнлӑх ача пахчи. Ӑна хӑпартма «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ.
«Кун пек проектсене ҫулталӑк та пилӗк уйӑхра, ҫулталӑк та сакӑр уйӑхра тӑваҫҫӗ. Пирӗн строительсем калӑпӑшлӑ ҫак проекта ултӑ уйӑхра туса пӗтерчӗҫ. Паян эпир ача пахчине уҫма хатӗрленетпӗр. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫасшӑн», – тенӗ Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер.
Ҫӗнӗ учрежденире спорт тата музыка залӗсем, компьютер класӗ, психологи пӳлӗмӗ, LEGO-cтуди, мультстуди, агролаборатори, столяр мастерскойӗ тата бассейн пур.