Чӑваш Енре Аталану институтне йӗркелеме йышӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку пачах ҫӗнӗ тытӑм пулмӗ, хальхи ресурссене тишкерсе вӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерме ӑнтӑлни.
Аталану институтне Промышленность аталанӑвӗн фондне тата Чӑваш Республикин аталану корпорацийӗн никӗсӗ ҫинче туса хурӗҫ. Ҫак икӗ организацие пӑрахӑҫламӗҫ, анчах вӗсене тӗпрен ҫӗнетӗҫ.
Фонда 2017 ҫулта йӗркеленӗ, корпорацие — 2002-мӗшӗнче. Вӗсем иккӗшӗ пӗр-пӗрин ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Вырӑссем калашле, утияла кашни хӑйӗн ҫине туртса илме тӑрӑшни те сисӗннӗ. Ҫавӑнпа та малашне ӗҫе урӑхларах йӗркелесшӗн. Аталану институчӗн йышне ҫитес эрнере палӑртрӗҫ.