Сывлӑх
![]() Канашра тухтӑрсен бригади вахтӑпа 8 кун ӗҫленӗ. Халӗ вӗсен пӗрремӗш смени вӗҫленнӗ. Канашра вахта мелӗпе тухтӑрсен хушма бригади ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Сменӑра вӗсем 12-шер сехет ӗҫленӗ. Ҫапла режимпа 4 медик тата 2 водитель 8 кун тӑрӑшнӑ. Ятарлӑ бригада Канаш ҫыннисем патне ҫеҫ мар, Канаш, Вӑрмар тата Тӑвай районӗсене ҫӳренӗ. 8 кунта бригада кӑшӑлвируслӑ е ҫав амакпа чирлӗ пуль тесе шухӑшлакан пациентсем патне 37 хутчен ҫитнӗ. Чирлӗ ҫынна пульницӑна илсе каймалла пулсан ҫул ҫинче пӗтӗмпе 5 сехет таран иртнӗ. Кунта ҫын патне киле кайни, бригадӑна тата машинӑна дезинфекцилени, компьютер томографийӗ тӑвассине кӗтни кӗрет. «Ӗҫре 8 кун пулма ансат мар паллах. Пирӗн ӗҫ ахаль те ҫӑмӑл мар та, эпир хӑнӑхнӑ», – теҫҫӗ фельдшерсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |