Культура
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хулари хӑш-пӗр вулавӑшсене хупасси пирки пӗлтернӗччӗ. Хушӑва 2019 ҫул вӗҫӗнче алӑ пуснӑ. Халӗ ку йышӑнӑва пӑрахӑҫланӑ. Эппин, вулавӑшсене оптимизаци тумӗҫ. Аса илтерер: унччен ҫак вулавӑшсене хупма палӑртнӑ – Чуковский ячӗллӗ ҫамрӑксен ача-пӑча информаци центрӗ, Чапаев ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗ, Х.Степанов ячӗллӗ ача-пӑча библиотеки, Тургенев ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ. Унччен вулавӑшсене тапхӑрӑн-тапхӑрӑн хупасси пирки каланӑ. Ҫак ӗҫе Марфа Трубина ячӗллӗ вулавӑшран пуҫӑнмалла пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |