Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Кӑшӑлвирус ернӗ 14 ҫын сывалнӑ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Таисия Ташней 22.04.2020 08:33 | 315 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ кӑшӑлвируса пула пандеми тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн ку амак пирӗн тӑрӑха та ҫитсе кӗчӗ. Шел те, вилекенсем те пур. Чӑваш халӑх сайчӗ пирӗн республикӑри 5 ҫын вилнине стопкоронавирус.рф сайт хыпарлани тӑрӑх ӗнерех пӗлтерчӗ-ха. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви усал хыпара халӑх патне паян ирхи 8 сехет те 23 минутра ҫитерчӗ.

COVID-19 диагноз ҫирӗпленнӗ, пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсен ҫулӗ — 65-рен пуҫласа 86-ччен. Вӗсем пурте йывӑр ытти амакпа нушаланнӑ: ӳпке шыҫҫипе, сахӑр диабечӗпе, чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем кашнин пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, анчах ҫӑлса хӑварма май килмен.

Пирӗн республикӑра ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцине ҫулталӑк пуҫланӑранпа 235 ҫыннӑнне тупса палӑртнӑ. Ку цифрӑсем — паян ирхи 8 сехет тӗлне. 14 ҫын сывалнӑ.

#статистика, #сывлӑх, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #чир-чӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пневмонипе чирлекенсем хӑш-пӗр районта уйрӑмах йышлӑ
2019, 12, 08
Аслӑ ӑрурисен карантинта пулмалла
2020, 03, 25
Чӑваш Ене килекенсен ик эрне килте лармалла
2020, 04, 07
Кӑшӑлвируспа чирлисем тата тупӑннӑ
2020, 04, 08
Кӑшӑлвируспа чирлӗ пилӗк ҫын вилнӗ
2020, 04, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org