Чӑваш наци вулавӑшӗнче нумай пулмасть ҫӗнӗ пӳлӗм уҫӑлнӑ. Раштавӑн 6-мӗшӗнче хӑйӗн алӑкне уҫнӑ пӳлӗме наципе культура пӗрлӗхсен пухӑвӗсене ирттерме йӗркеленӗ, ячӗ те унӑн — «Наци культурисен залӗ». Кунтах тӗрлӗ куравсем, конференцисемпе семинарсем ирттерӗҫ. Тӗп тӗллевӗ — халӑхсен хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси, ытти халӑхсен культурипе паллаштарасси.
Паянхи куна илес пулсан кунта компьютер пур, курав ҫӳлӗкӗсем вырнаҫнӑ — унта кашни халӑх ентешлӗхӗ хӑйӗн экспозицине вырнаҫтарма пултарать.
Наци культурисен залне уҫнӑ ятпа ҫавра сӗтел те ирттерчӗҫ, унта вулавӑш директорӗ Роза Лизакова, этноссен тӗпчевҫи Виталий Иванов, Чечен Республикин Пуҫлӑхӗн Чӑваш Енри элчи Салман Майрукаев тата ыттисем сӑмах каларӗҫ. Ҫавра сӗтел ӗҫленӗ хушӑра Азиз Магеррам оглы Бадиров йӗркеленӗ «Азербайджан глазами фотохудожника» (чӑв. Азербайджан фотоӳнерҫӗ курҫӗпе) курав ӗҫлерӗ.